Паян, ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче чăвашсем пурăнакан пĕтĕм тĕнчери хулапа ялта «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ − 2023» акци иртрĕ. Ăна чăваш халăхне ҫутта кăларнă И.Я. Яковлев ҫуралнăранпа 175 ҫул ҫитнине, Раççей Федерацийĕн педагогпа ăс паруçă ҫулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă.
Акцин тĕп тĕллевĕ – халăха чăваш чĕлхине вĕренме явăçтарасси, пуплев культурин шайне çĕклесси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне Чăваш Республикинче, Раççей Федерацийĕн регионĕсенче тата чикĕ леш енче сарасси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ӳстересси.
Тăванкасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем те Пĕтĕм чăваш диктантне хастар хутшăнчĕç. Диктант çыракансен йышĕ çулсерен ÿссе пыни тăван чĕлхе вĕрентÿçисене савăнтармаллипех савăнтарать. Пĕтĕм чăваш диктантне кăçал пурĕ 17 ача тата 5 вĕрентекен хутшăнма кăмăл турĕ. Вĕсем Юхма Мишши хайлавĕ тăрăх йĕркеленĕ текста шкулта 13.00 сехетре çырчĕç.
Чăваш чĕлхипе литератури тата кĕçĕн класс учителĕсем малтан диктант çыртарчĕç, кайран экспертсем пулса тĕрĕслесе пĕтĕмлетÿ турĕç.
Пурне те ăнăçлă ĕçленĕ ятпа саламлатпăр! Малалла та хастар пуласса шанатпăр!