Тăван чěлхе- чăваш чěлхи

Тăван чěлхе- чăваш чěлхи

         Тăван чĕлхе! Ĕмĕрлĕхе эс пурăн,

Атте -анне пек , эс пĕртен пĕрре.

                                                                                      Анатолий Юман.

Нарăс уйăхěн 21-мěшě – Пěтěм тěнчери тăван чěлхе кунě. Çак куна 1999 çулхи чÿк уйăхěнче ЮНЕСКО  Генеральнăй конференцийěн 30-мěш сессийěнче палăртма йышăннă, чěлхесен тата культурăсен пуянлăхне упраса хăварас та аталантарас тěллевпе 2000-мěш çултан уявлаççě.
         Кашни халăхăн чěлхи хăйне евěрлě. Авал пěр халăха тепринчен чěлхине пăхса уйăрнă. Хăйне кăна тивěçлě чěлхе пулмасан халăха уйрaм халăх вырăнне те хуман. Пěр миллион cын калаçакан чěлхе аслă чěлхе шутланать. Cавăн пек чěлхесен йышне чăваш чěлхи те кěрет.
Пирĕн тăван чĕлхе  - чăваш чĕлхи. Вăл пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă. Вăл чăваш юрри пек янăравлă та кĕвĕллĕ, унпа чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ÿкерме, хавхалантарма пулать.

Тăван çěр-шыва юратасси тăван чěлхерен, анне сěчěпе кěнě чěлхерен пуçланать. Чěлхе çын ăс-тăнне йěркелет, тавракурăмне аталантарать.      

Çак паллă куна халалласа Тăванкасри пěтěмěшле пěлÿ паракан  тěп шкулта « Тăван чěлхе- чăваш чěлхи» литартурăпа музыка композицийě иртрě. Ачасем хаваспах чăваш поэчěсен саввисене вуларěç, савăк юрăсем юрларěç.

Çепĕç те илемлĕ чăваш чĕлхи кашни кун янратăр!

Тăван чĕлхепе шăкăл-шăкăл калаçса, шăнкăр-шăнкăр юрласа, тăпăр-тăпăр ташласа ăна малалла аталантарар, чĕрĕлĕх парар.

 Тăван чĕлхен чĕрĕ тымарĕ нихăçан та ан хăртăрччĕ.

Фотогалерея