Чăваш енри паллă ентешсен ҁулне халалласа ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче Тăванкасри тĕп шкулта чăваш ҁыравҁипе Т.А. Назарова-Афанасьевăпа тĕл пулу иртрĕ. Кĕҁĕн класри ачасем ҁыравăҁа хапăл туса кĕтсе илчĕҁ. Тамара Анатольевна ачасене хăйĕн пурнăҁĕпе пултарулăхĕ ҁинчен каласа пачĕ.
Т.А. Назарова-Афанасьевна Çĕмĕрле районĕнчи Вăрманкас ялĕнче 1947 ҁулта ҁуралнă. Ялти шкултан вĕренсе тухсан Хутарти вăтам шкулта пĕлу илнĕ. Унтан Шупашкарти педагогика институтĕнче, кайран Чăваш патшалăх университетĕнчи филологипе журналистика факультетĕнче вĕреннĕ.Тамара Анатольевна шкулта вĕреннĕ вăхăтрах сăвăсем,тĕрленчĕксем ҁырма пуҁланă.
Тĕл пулура Т.А.Назарова-Афанасьева ачасене хăй ҁырнă сăвăсене илемлĕ вуласа пачĕ. Вăрманкас ялĕн гимнĕпе
паллаштарчĕ. Ку гимна
хамăр ентеш Ю.
Кудаков кĕвĕленине
каласа хăварчĕ. Кĕҁĕн класри
ачасем хăйсене
интереслентерекен ыйтусем ҁине
хуравсем итлерĕҁ. Тĕл пулу тухăҁлă, ăшшăн иртрĕ.
Т.А. Назарова-Афанасьева Тăванкас шкулĕнче сăвăсен кĕтесне тăвасси ҁинчен пĕлтерчĕ тата хăнана килме шантарчĕ.