ХУСАНКАЙ СӐВВИСЕНЕ ВУЛАРӐМӐР

ХУСАНКАЙ СӐВВИСЕНЕ ВУЛАРӐМӐР

Пётр Петрович Хусанкай 1907 ҫулхи кӑрлачӑн 22- мӗшӗнче Тутар республикинчи Элкел районне кӗрекен Сиктӗрме ялӗнче ҫуралнӑ. Кӑҫал вӑл ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитрĕ.. Мухтавлӑ поэтӑмӑр хайлавӗсене  Тăванкасри  тĕп шкулăн 7- мĕш тата 9- мĕш класс ачисем чӑваш литература урокӗнче илемлӗ вуласа сӳтсе яврӗҫ. Петӗр Хусанкай пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен презентаци курса паллашрӗҫ, чӑваш поэзийӗнче унӑн хисеплӗ ячӗ сумлӑ вырӑн йышӑннине палӑртрӗҫ.

Поэтӑн чӗри 1970 ҫулта тапма чарӑннӑ.