Шывçи эрни пуçламĕшĕнче Çĕмĕрле тăрăхĕнчи Тăванкасси ялĕнчи шкул çуртĕнче шкула çӳремен ачасене валли çĕнĕ кермен уçăлчĕ.
Кăçал кунта кун пек уяв иккĕмĕш хут пулса иртрĕ. Виçĕ уйăх каялла кунтах 1-3 çулхи ачасене кивĕ ача пахчинчен куçарнăччĕ, халĕ вара 4-6-рисене черет çитрĕ. Пысăк хăнасем, ял-йышсем, парне-кучченеçĕ — пурте çителĕклĕ пулчĕ. Кашни хăй ячĕнчен ăшă самах каларĕ, телей-сывлăх сунчĕ.
Çутă та такăр пултăр санăн кун-çулу асамлă юмах-кермен!