Компьютер музейĕ уçăлнă

 
Тăванкасси шкулĕ спутникран пăхсан
Тăванкасси шкулĕ спутникран пăхсан

Çĕмĕрле тăрăхĕнчи Тăванкас шкулĕнче компьютер музейĕ уçăлчĕ. Кабинет ертӳçи, информатикă тата физикă вĕрентекенĕ Мидуков И.П. тăрăшнипе 1986 çултан пуçласа паянхи кунчен ĕçлекен аппаратурă пуçтарнă. Тĕлĕнмелле, кашни компьютер юсавлă, пурте ĕçре. Иван Петрович Çĕмĕрле тăрăхĕнче паллă ăста, ун уссине таврари шкулсенчи мĕн пур «информатик» пĕлет. Халĕ шкулта кашни вĕренӳ уйрăмĕнче çĕнĕ йышши компьютерсем лараççĕ, вĕрентекенсем хăйсен ĕçĕсенче вĕсемсĕр пĕр утăм та тăваймаççĕ тесе калама та юрать пулĕ.