Раштав уйăхĕн 17- мĕшĕнче Шупашкарта кикбоксинг кĕрешӳвĕсем иртрĕç. Кĕрешӳсенче Çемĕрле тăрăхĕнчи ачасем те хутшăнчĕç. Ачасене районти Турханти спорткомплексри кĕрешӳ тренерĕ Егоров О.В. ертсе пырать. Иртнĕ çапăçусенче пирĕн каччăсем хăйсене питĕ паха кăтартрĕç. Хăйсен кĕрешӳ ушкăнĕсенче çак ачасем палăрчĕç: 1мĕш вырăнта Яргунин Федор, Ефремов Дмитрий, Башкиров Иван, 2 мĕш вырăнта Архипов Илья, Ванеев Сергей, Саеров Александр, 3 мĕш вырăнта Афанасьев Родион, тата Захаров Ярослав. Асăннă ачасем тĕрлĕ ялсенче пурăнаççĕ, вĕсен спорт керменне çитме пайтах вăхăт тата вăй кирлĕ. Тренировкăсем уроксем хыççăн иртеççĕ, икĕ-виçĕ çухрăм Турхан ялне çити утма тивет. Анчах хастар каччăсене ку чармасть, чăрмантармасть. Кашни Чăвашьен районĕсенче çакăн евĕр спорт керменĕсем уçма пуçлани палах ĕнтĕ çамрăксене кирлĕ япала. Хăйне хăй хӳтелеме пултарни, çына усал-хуралсенчен çăланма пулăшма вĕренни, çĕршывăмăра усăллă арçын пулса çитĕнни хальхи вăхăтра "пĕчĕк" япала мар. Çапла мар-и, тăванăмăрсем?.