"Сентти» конкурс

Раштавăн 17-мĕшĕнче Шупашкарти Федор Павлов ячĕлле музыка шкулĕнче çамрăк юрăçсен «Сентти» конкурс пулса иртрĕ. Çĕмĕрле тăрăхĕнчи Тăванкасри шкулта вĕренекен Андрей Кузьмин ку конкурсра пĕлтĕр пĕрремĕш вырăна тухнăччĕ. Кăçал вара Андрей республика шайĕнче иртекен «Сентти» конкурса «Çĕмĕрт çеççки çурăлсан» юрăпа уçма хутшăннă. Кăçалхи конкурса Çĕмĕрле районĕнчен пилĕк ача хутшăннă. Çамрăк юрăçсен пултаруллăхĕ çулран çул ӳссе пырать. Ку ĕçре, палах ĕнтĕ, ăстасем ĕçлени курăнать. Тăванкасра музыкă шкуле вунă çул ытла ĕçлет, ăна маттур вĕрентекен Яков Петрович тата Людмила Владимировна Федяровсен çемьи ертсе пырать. Ачасене тĕнчен хитре енĕсене уçса паракан çынсем пурри мĕнле паха.