Муркаш тăрăхĕнче чăваш çĕрĕнчи чи ватă юман пурăнать теççĕ. Ăсчахсем паянхи куна та вăл миçе çула çитнине калаймаççĕ. Пурте юман ĕмĕрĕ çур пин çултан кая мар теççĕ. Çуллĕшĕпе юман-атте ытти йывăçсенчен уйрăлса тăмасть, анчах сарлакăшĕ унăн икĕ метăра яхăнах пулĕ. Тĕрĕсрех каласан: пĕр метр та çитмĕл сантиметăр. Тăватă самар çын аран-аран ытамласа илме пултараççĕ! Юман ларнă вырăна Петĕр патша вăхăтĕнчех ятарласа патшалăх заказникĕ туса хунă.
Тĕлĕнмелле япала пулса тухать пирĕн вăхăтра. Никам пĕлмен, никам кансĕрлемен йывăç темиçе çĕрçуллăх ирĕклĕн уснĕ, пурăннă. Халĕ вара, патшалăх тата халăх «юратăвне» пула юман чирлеме тата хăра пуçланă тет. Юман таврари çĕре «паломниксем» таптаса тата вараласа пĕтернĕ, унта-кунта унăн хуппине вистенĕ. Юмана çăлма, яланхи пекех, комисси йĕркеленĕ тет, йĕри-тавра чĕнсе калакан плакатсем çакса тухнă.
Юманăн ĕмĕрĕ сакăрçĕр çула çитет теççĕ. Вăрман ĕçченĕсем çапла пуласса ĕненеççĕ, шанаççĕ.