Чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнче тăххăрмĕш класра вĕренекенсем Аннесен кунне халалласа «Пĕртен-пĕр хаклă çыннăмăр»ятлă сочинени çырчĕç. Сочиненисенчен илнĕ йĕркесем:
Мĕн авалтан анне сăнарĕ халăх ăслăлăхĕпе, юрату, килĕшÿ, ырăлăх паллисемпе çыхăнса тăрать. Амăшĕн юратăвĕ ача чунне ялан ăшă туйăм парса тăрать. Çуралса тĕрекленнĕ ачан пĕрремĕш сăмахĕ те - анне. Кашни çыншăн амăшĕн юратăвĕпе ачашлăхĕ чи хаклă туйăм пулса тăрать. Анне - тĕнчере пĕрре, вăл хăйĕн мĕн пур пурнăçне пирĕншĕн пурăнать. Кашни амăшĕ хăй ачи ăслăрах, пĕлÿллĕрех пултăр тет, вĕсем хăйсен пурнăçне тата илемлĕрех, тулăхрах та чыслăрах пурăнса ирттерччĕр тет.(Рафинова К.ĕçĕнчен)
Анне… Мĕн тери çывăх çын вăл пирĕншĕн. Пĕчĕкренех ачашласа пăхса ÿстерет. Шăнса пăсăласран, чирлесрен сыхлать. Вăхăт çитсен лайăх тумлантарса, тутлă апат çитерсе шкула ăсатать. Лайăх вĕренме, ĕçе юратма, ваттисене хисеплеме вĕрентет.
Анчах та эпир тепĕр чухне аннесене итлеместпĕр, кÿрентеретпĕр те. Шухăшласа пăхсан вара… Ĕмĕр-ĕмĕр парăмра эпир аннесем умĕнче.
Пирĕн аннесем тĕрлĕ вырăнта ĕçлеççĕ. Вĕсем – учительсем, врачсем, инженерсем, колхозниксем, рабочисем.
Анне – пирĕншĕн чи çывăх, чи шанчăклă çын( Захаров Я.)
Анне – пурнăç пуçламăшĕ, кун-çул никĕсĕ, унăн вĕçсĕр тĕрекĕ. Анне – халăхăн шанчăкĕ, чысĕ, мухтавĕ. Çул пуçăсемпе паттăрсем, сăвăçсемпе ăсчахсем тем пек аслă пулччăр – пур пĕрех анне вĕсенчен çÿлерех тăрать. Лешсем вара унăн ачисем кăна. Вăл вĕсене çуратнă, кăкăр ĕмĕртнĕ, сăпкара сиктернĕ, лăпкаса ÿстернĕ, çунат парса çÿлелле вĕçтернĕ. Ывăлĕ-хĕрĕн кашни çитĕнĕвĕнче – амăшĕн çитĕнĕвĕ, кашни савăнăçĕнче – амăшĕн савăнăçĕ, кашни кулянăвĕнче – амăшĕн кулянăвĕ. ( Самсонова В.)