Я.Г. Ухсай 100 çул тултарнине халлаласа

Я.Г. Ухсай 100 çул  тултарнине халлаласа   чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕнче 8-мĕш класра   чăваш литература урокĕ  шкул  библиотекинче  иртрĕ.

    Библиотекăра  пире чи малтан чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Рафинова В.В. поэтăн кун - çулĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ.  Чăваш классикĕ  çинчен  хатĕрленĕ    презентаци  курса тишкертĕмĕр.  Унтан Ухсай  тăван ял, тăван çĕр  çинчен çырнă  сăвăсене чăвашла тата вырăсла вуларăмăр. Юлашкинчен поэт çинчен çырнă кĕнекесемпе паллашăмăр.

 Чăваш халăх поэчĕ çырнисем пирĕн литература аталанăвĕнче пысăк вырăн йышăнаççĕ. Вĕсене хамăр чĕлхепе вулакансем  çеç  мар, республика тулашăнчи вулавçăсем те кăмăлласа йышăнаççĕ.

 Чăваш халăх поэчĕсемпе паллашни пире  тăван çĕршыва юратма, тăван чĕлхене хисеплеме тата хаклама  вĕрентет.