Паян пирĕншĕн, чăвашсемшĕн, пысăкран та пысăк уяв - Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунĕ

Паян пирĕншĕн, чăвашсемшĕн, пысăкран та пысăк уяв - Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунĕ. Ăна эпир 2004 çултанпа паллă тăватпăр. Мĕншĕн-ха уяв валли ака уйăхĕн 29-мĕшне суйласа илнĕ? Шăпах çав кун 1992 çулта ЧР Аслă Канашĕ Чăваш Республикин патшалăх символĕсем - Гимн, Герб, Ялав - пирки постановленисем йышăннă.  Герб тата Ялав  авторĕ - Чăваш халăх художникĕ, чăваш геральдикин никĕслевçи Элли Юрьев. Чăваш Республикин Патшалăх Гимн кĕввине РФ тата ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Герман Лебедев, сăввине СССР Писательсен союзĕн членĕ Илле Тукташ çырнă. Патшалăх символĕсем çитĕнекен ăрăва патриот воспитанийĕ парас, тăван çĕре юратма хăнăхтарас ĕçре пысăк вырăн йышăнаççĕ.

Тăванкас шкулĕнче,  8-мĕш класра «Чăваш Республикин патшалăх символĕсем» ятлă информаци сехечĕ иртрĕ. Çак мероприятийĕн тĕп тĕллевĕ – патшалăх символĕсем халăх историне палăртакан пуянлăх пулнине кăтартасси. Ачасемпе вĕрентекен хушшинчи калаçу Патшалăх символики, вăл патриотизмла туйăм çуратни,  ăна хисеплесси çинчен пычĕ.  Тăван çĕршывпа мухтанасси унăн символĕсене хисепленинчен пуçланать.