Атте-анне,тăван кил,тус-йыш,тăван тавралăх илемĕ,чĕр чун тĕнчи-çак ыйтусемпе ачасене мĕн пĕчĕкренех паллаштарса пымалла.
Чăваш чĕлхи эрни пынă май,пĕрремĕш класс ачисем,халăхăн ырă йăли-йĕркисене,юрри-сăввисене,ăс-хал пуянлăхне,юмахĕсене тишкерсе тухрĕç.Юмахсемпе паллашнă май,вĕрентекен ачасене Улăп халапĕсемпе паллаштарчĕ .Уйрăмах ачасене «Пукане», «Упапа хер ача» уйрăмах килĕшрĕç.Юмахсемпе ĕçленĕ май, вĕренекенсем юмах логикине ăнланма,сюжетне сăнама вĕренчĕç.Юмахсем тăрăх тĕрлĕ ăславлă ĕçсем пурнăçларĕç.