Авалтан килекен пуянлăха — чăвашсен ырă йăли-йĕркине аса илес терĕç ака уйǎхĕн 27-мĕш кунне 6-мĕш класра вĕренекенсем. Мăн кун эрни пырать-çке. Чăвашсемшĕн те вăл чи çутă, таса, пысăк уяв шутланнă. Унăн историне В.В.Рафинова вĕрентекен ăнланмалла каласа пачĕ. Ачасем Мăн куна ĕлĕк мĕнле уявлани çинчен пĕрин хыççăн тепри тухса калаçрĕç, халăх юррисене аса илчĕç.
Мăн кун çăмартисен куравĕ те йĕркелерĕç ачасем. Кунта кăчкăпа, вĕтĕ шăрчапа, тĕрлĕ сăрăпа илемлетнĕ
çăмартасем пайтах пулчĕç. Чăннипех те илемлĕ, эрешлĕ çăмартасем ачасене ăшăлăх туйăмĕ парнелерĕç.