В рамках Недели чувашского языка: " Чăваш Енĕн тĕнче уçлăхне тухнă каччисем"

Ака уйăхĕн 26-мĕш кунĕнче, уроксем хыççăн, чăваш чĕлхи пӳлĕмĕнче 7 класс ачисем пухăнчĕç. В.В Рафинова вĕрентекен ертсе пынипе  вĕренекенсем " Чăваш Енĕн тĕнче уçлăхне тухнă каччисем" презентацийĕсене  хÿтĕлерĕç, тавра курăм пысăккине те кăтартма пултарчĕç. Хǎйсен ĕçĕсене ачасем Чăваш çĕр-шывĕнчен тухнă А.Николаев, М.Манаров, Н.Бударин космонавтсене халалланă. Вĕренекенсемшĕн çак ĕç усăллă пулчĕ, ачасем космонавтсем çинчен çĕннине нумай пĕлчĕç.

- Вăхăт çитсен,тен, тепĕр чăваш ачи те уçлăха çĕкленĕ. Пĕлме çук, тен, Марс çине çитĕ. Мехел çитсен ку та пулĕ-ха. Паян вара тăван республикăна, çĕр-шыва хĕрÿллĕн юратса çитĕнер, чăн-чăн çын пулса ÿсер. Тĕслĕх илмелĕх вара ентеш-паттăрсемĕр пур!- тесе саланчĕç ачасем  кăмăллăн…