Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ - Чăваш чĕлхи кунĕ

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ - Чăваш чĕлхи кунĕ. Ку уяв аслă вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев çуралнă кунĕпе пĕр килет. Çак куна паллă тума 1992-мĕш çулхи нарăс уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикине туса хунă хыççăн Чăваш Республикин Аслă Совет Президиумĕ хăйĕн ака уйăхĕн 9-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе йĕркелесе янă.

Чăваш халăхěн патриархне И. Я. Яковлева халалласа 8-мěш класра«И.Я.Яковлев - чăваш халăхĕн улăпла ывăлĕ» темǎпа вěренекенсем , чǎваш челхипе литературине вěрентекенпе пěрле калаçу  ирттерчěç. Вĕрентекен шкул ачисене Иван Яковлевич Яковлевăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ. Чылай çĕнни пĕлчĕç вĕсем.   Вěренекенсем И.Я.Яковлев 1921çырнă «Чǎваш халǎхне» ятлǎ халал­ǎн тĕп пайĕсемпе паллаштарчĕç. Тĕлĕнмелле ăслă сăмахсем каланă вăл унта пурăнма вĕрентсе, ăс парса.Чǎваш чěлхи илемěпе пуянлăхне тата çепěçлěхне туйма пулăшакан сăвăсем  те янрарěç çак кун.

Пур чăваша та чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламлатпăр. Пурне те ырлăх сывлăх, телей, ăнăçу сунатпăр.

.